МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тушкилти вулавăшра Шарапов В.В. çуралнăранпа 75 çул çитнине халалласа литература вулавĕ иртрĕ

15:27 01 сентября 2021 г.

Валерий Васильевич Шарапов 1946 çулхи çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Тушкил ялěнче çуралнă. Вăтам шкултан вěренсе тухсан хěрÿ чěреллě çамрăка хăрушă чир утайми туса хурать. Мускавра, Ленинградра, Шупашкарта сипленни те палăрмалла пулăшу кÿреймен. Çук, хěн терте парăнмасть каччă. Аллине ручка тытать. Республикăри хаçат корреспонденчěсен ретне тăрать. Ял ěçченěсен пурнăçě çинчен очерксемпе калавсем çырма тытăнать. «Чир манăн çунатăмсене хуçрě. Пěрле вěреннě юлташсенчен юлма питě йывăр. Анчах пуçа усма юрамасть. «Чăтма çук йывăрлăхра пурăнма пěл», - тенě Н. Островский. Эпě те çаплах шутлатăп…» - çырать вунтăххăрти çамрăк хăйěн пěр статйинче.
Çулсем иртеç, çамрăк çыравçăн ăсталăхě вăй илсе, çирěпленсе пырать. «Уйăх çаплах çутатать» повесть – В. Шараповăн пěрремěш пысăк калăплă произведенийě.
Хаçат ěçне хастарлă хутшăннăшăн ВЛКСМ обкомě, КПСС Тăвай райкомě, Тăвай район редакцийě В. Шарапова хисеп грамотипе наградăланă.
В.В. Шараповăн «Уйăх çаплах çутатать» (1972), «Пурнăçа юратсан» (1978) ятлă кěнекесем пичетленсе тухнă.В. Шарапов 1978 çулта вилнě.      
Тушкилти вулавăшра  литература сехечĕ иртрĕ. Вулакансем библиотекарь туса хатĕрленĕ «Ентеш çыравçă» ятлă альбомпа, Шарапов биографийĕпе паллашрĕç. Шарапов В.В. çыравçă çуралнăранпа 70 çул тултарнă ятпа Галина Германовна Матвеева – РФ Журналисчĕсен союзĕн членĕ, çыравçă унăн кĕнекине «Пурнăçа юратсан» тепĕр хут кăларса пархатарлă пысăк ĕç турĕ.

МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика