МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тӑвайри тĕп библиотекӑра хисеплĕ, тава тивĕҫлĕ артиста Г.Ф. Филиппова халалласа портрет куравĕ умĕнче литература обзорĕ ирттернĕ

14:17 21 сентября 2021 г.

Авӑн уйӑхěн 14 - мĕшěнче Чӑваш  АССР тава тивĕҫлě артисчĕ,  пирěн сумлӑ ентеш  Григорий Филиппович Филиппов ҫуралнӑранпа  95 ҫул ҫитрě. 1926 ҫулта вӑл   Тӑвай районěнче  Ватаяль ялěнче ҫуралнӑ. Шкул пěтернě хыҫҫӑн ҫамрӑк Саратоври Патшалӑх консерваторире чӑваш опера студийěнче вĕреннě. Вĕренсе пěтернě хыҫҫӑн республикӑра пуканесен театрěнче, ҫамрӑксен театрěнче, радиора ĕҫленĕ. Чӑваш академи драма театрĕнче 40 ҫул вӑй хунӑ.  Паллӑ артист 100 ытла тĕрлě ытарлӑ сӑнар вылянӑ.  Н. Айзманӑн «Кай-кай Ивана»  - Хветěр рольне, Н. Терентьевӑн «Куккук ҫаплах авӑтать» - Вася рольне,  П. Осиповӑн «Икě каччӑн пěр шухӑш» - Петĕр рольне,  Ф. Шиллерӑн « Хаярлӑхпа юрату» - Фердинанд рольне, А. Островскийӑн  «Хӑв пурӑнас килнĕ пек ан пурӑн» - Петĕр рольне калӑпланӑ.  Рольсене вӑл ҫивĕч темпераментлӑ сӑнарсем кӑларнӑ. Унӑн сасси те хӳхĕм янӑранӑ.  Паллӑ артист республикӑра  спектакль кӑтартман пĕр ял та юлман пулĕ. Вӑл  Вӑтаялен хисеплĕ гражданинĕ.

МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика