14:44 04 февраля 2015 г.
Кăрлачăн 29-мĕшĕнче Енĕш Нăрваш ялĕнчи «çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕн корреспонденчĕсем Ирина Алексеева, Елена Лукина, Алина Изман пулчĕç. Чи малтанах вĕсем историпе-асăну музейĕнче пулчĕç.
2015 çул Раççейре литература çултакĕ пулнă май Хумма Çеменĕн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕ пирки интересленчĕç. Писателĕн ятарлă кĕтесĕнче чылайччен чарăнса тăчĕç. Интереслĕ материалсене тишкерчĕç, чылай сăн ÿкерчĕкĕсене ÿкерсе илчĕç. СССР писательсен членĕн, театроведăн Д.Д.Даниловăн биографийĕпе те интересленчĕç. Шупашкартан килнĕ корреспондентсем ялти музейăн кашни пӳлĕмĕнче пулса тав сăмахĕсем çырса хăварчĕç.
Çавăн пекех пĕтĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенпе З.П.Шутовапа курса калаçрĕç.
Шупашкартан килнĕ корреспондентсем ялти çамрăкпа, йывăç касса ăсталакан Ю.Федоров патĕнче пулчĕç, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕç.
Енĕш Нăрвашра тăлăх ачасене усрава илнĕ çемьесем чылай. «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕсем В.Михайловпа С.Михайлова тата Р.Кузьминапа В.Кузьмин çемьисенче пулса ăшă калаçусем ирттернĕ.
Автор: В.В. Петров, музей заведующийĕ.
МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района