07:55 17 февраля 2015 г.
2015 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче вилĕмсĕр "Нарспи» поэма авторĕ К.В.Иванов, историк, поэт, драматург, куçаруçă, прозаик, фольклорист, ÿнерçĕ тата паянхи чăваш литературин никĕслевçи пулса кĕрсе юлнăскер, çуралнăранпа 125 çул çитет. Унăн пултарулăхĕ - пĕтĕм тĕнче культурин пуянлăхĕ.
Поэт çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май 1990 çула ЮНЕСКОн XXV сессийĕнче Константин Васильевич Иванов çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Поэт пултарулăхĕ çуратнă кăсăклану ăруран ăрăва куçса пынă май паян та иксĕлмест.
Константин Васильевич Ивановăн культура еткерĕн тĕнче шайĕнчи пĕлтерĕшне шута илсе, ăна асра тытас тата обществăна литературăпа çывăхлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе 2015 çула К.В.Иванов çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.
Енĕш Нăрваш поселени библиотекинче çак çула халалласа кĕнеке выставки йĕркеленĕ. Кунта К. В. Иванов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен калакан кĕнекесене, хасат-журналсенче ун пултарулӑхне тишкернĕ статьясене вырнаçтарнӑ. Вĕсем вулакансене чӑваш поэзийӗн классикӗн кун-çулĕпе теплĕн паллаштараççĕ. Тĕп вырӑнта - вилĕмсĕр «Нарспи» поэма. Чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ произведени вăл. Ăна çĕр-шыври нумай-нумай чĕлхепе куçарса пичетленĕ, спектакльсем, оперăсем лартнă. Унсăр пуçне аслă классикăн тата ытти сăвви-поэмисемпе те паллашма пулать.
К.В.Иванов çулталăкне халалласа библиотекӑра тата та мероприятисем иртĕç.
МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района