09:37 25 апреля 2015 г.
Чăваш çырулăхне пуçараканě тата çутта кăлараканě Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа апрелěн 25-мěшěнче 167 çул çитет. Çавăн пекех çак кун чăваш чěлхи кунне те уявлатпăр. Çавна май Тушкилти библиотекăра «Аслă патриарх кун – çулě йěрěпе» ятлă кěнекесен куравě йěркеленě, «И. Я. Яковлев – чăваш çырулăхне пуçараканě» альбом туса хатěрленě. Библиотекаь ачасемпе калаçу ирттернě, Яковлев кун – çулěпе паллаштарнă.
И.Я. Яковлев 1848 ç. хальхи Тутарстанăн Теччě районěнчи Кăнна Кушкинче хресчен кил-йышěнче çуралнă. Вăл Атăл тăрăхěнче чăваш тата ытти халăх шкулěсене уçма пулăшнă, чăваш шкулěсем валли вěрентÿ методикине çырса хатěрленě. XIXěмěрěн 70-мěш çулěсен пуçламăшěнче çěнě чăваш алфавичě йěркеленě.
МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района