МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Асран тухмаççě вăрçă кунěсем

13:00 30 апреля 2015 г.

Асран тухмаççě вăрçă кунěсем. Часах пуриншěн те чи паллă та савăнăçлă кун-совет халăхě Аслă Отечественнăй вăрçăра çěнтернěренпе 70 çул çитет. 70 çул çитет вăрçă çулăмě сÿннěренпе. Ку вăл çын ěмěрěпе пěр танах. Анчах та çав йывăр, тертлě, асаплă çулсене эпир нихăçан та манас çук.

Сирěнумăрта çавнушаначăтсаирттернě çынсемумěнчеэпир, халě пурăнакансем, яланахпарăмра. Сирěнумăртаяланахпуç тятпăрэпир.

Илемлě те ăшă вăхăттăнă 1941 – мěш çулиюньуйăхěнче. Пěрисемтин çеç вěренсепěтернě темалаллавěренме, ěçлеме ěмěтленнě, теприсемтин çеç мăшăрланнă та çěнě йăва çавăрасшăнпулнă. Кашнинехырă ěмěтсем. Анчахиюнěн 22-мěшěнченумайăшěн ěмěчěсемтемиçе çуллăхах, ěмěрлěхехтатăлнă.

            Тушкильти библиотекăра вăрçă ветеранěсемпе, тыл ěçченěсемпе, вăрçă ачисемпетата 6-мěш класра вěренекен ачасемпе «Асрантухмаççě вăрçă кунěсем» ятлă тěлпулупулчě. Уява библиотекарь КамасеваН. тата Максимова О. И. ялтăрăхěн пуçлăхěн çумě ертсепычěç.

Ял тăрăхěн пуçлăхě Захаров П. И. пухăннисене Аслă çěнтерÿ 70 çул тултарнă ятпа саламларě. «Сурпан» ушкăн, купăсçи Камасева Л. уява хăйěн илемлě юррисемпе илемретрěç: «Шурă çÿçлě салтак ветеран», «Салтак çырнă виç кěтеслě çырусем», «Мăшăр çунат çук çке ман» тата ытти юрăсем те. Ялти ветерансен совечěн председателě Петрова Т. В. сăмах илчě: «Эпир, аслă ăру çыннисен фронтри, тылри паттăрлăхне нихăçан та манас çук»,- терě. Шкул ачисем пухăннисем умěнче сăвăсем каларěç.

Пурě пирěн ялтан хаяр вăрçăра 287 паттăр пуçěсене хунă вăрçă хирěнчен сывă таврăннисем 260 пулнă. Кашни çулах вěсен шучěсем чаксах пыраççě. Паянхи кун тěлне вěсем пурě 2 ветеран. Вăрçă ветеранě Григорьев Тимофей Григорьевич вăрçă çулěсене аса илсе каласа пачě. Сăвăсем, юрăсем юрланине аслă ăру çыннисем хăйсен йывăр кун-çулне аса илсе, чěре витěр кăларса куççульпе итлесе ларчěç. Вăрçă ачисен те кун-çулě çăмăл пулман. Игнатьева Нина Игнатьевна каласа пани чуна пырса тиврě. Вěсен тертлě те йывăр пурнăçě куç умне тухса тăчě.

Чей ěçнě çемěн калаçу малалла тăсăлчě. Ветерансем, тыл ěçченěсем, вăрçă ачисем юрласа та ташласа савăк кăмăлпа килěсене саланчěç.

Çак ирттернě тел пулу ачасене патриотла воспитани парас енěпе пысăк пěлтерěшлě.

МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика