08:18 29 мая 2015 г.
Ҫу уйăхĕн 27-мĕшĕнче чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа Енĕш-Нăрваш библиотекинче литературăпа музыка уявĕ иртрĕ.
Уява культура ĕçченĕсем, ял халăхĕ, шкулта вĕренекенсем хутшăнчĕç. Шăхлич-шăпăр йыхравлă сасси янраса тăнă майăн илемлĕ чăваш тумĕ тăхăннă уява ертсе пыракансем (Мижеева З.В. тата Васильева З.И.) поэтăмăр кун-çулĕпе тата пулатулăхĕпе паллаштарчĕç. Шкул ачисем «Нарспи» поэмăри сыпăксене вуларĕç, Нарспипе Сетнер валак патĕнчи тĕл пулăвне Гурьев Николайпа Пурш Елена пите чуна тивмелле выляса кăтартрĕç, культура ĕçченĕсем К Иванов çырнă ытти хайлавсенчи сăнарсене çутатса пачĕç. «Икĕ хĕр» юмахри суяпа элеке çиеле кăларнине питлерĕç. «Тимĕр тылă» халапри усал карчăк хаярне пула çамрăк кинĕн ĕмĕрĕ татăлчĕ.
Мероприяти вĕçĕнче пурте юратнă поэтăмăр К.Ивановăн сăввисене вуласа пама кăмăл турĕç. Уяв каçĕ «Нарспи» поэмăри сыпăка пурте пĕрле пăхмасăр каланипе вĕçленчĕ.
МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района