МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Е. Фоминан «Кăмăлăма ятăм ирĕке…» кĕнеке презентацийĕ.

13:56 23 марта 2016 г.

«Çу пуçламăшĕнчи хĕвеллĕ кун сад пахчине тухакан яри уçнă чÿречерен пÿлĕме кĕрекен ăшă варкăша сас илтерет унăн поэзийĕ. Мĕн чухлĕ чĕрĕлĕх, тĕссен хутăшĕпе килĕшÿлĕхĕ, ырăлăх çав варкăшра!» - тесе çырать Иван Соловьев. Чăнах та, вуланăçем вулас килет Елена Андреевна сăввисене. Сăвăсенчи тĕп тема - анне, тăван ял, юрату, çут çанталăк. Çут çанталăка юратнине чылай сăввисенче куратпăр.

Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче поэзи кунĕ. Çак куна халалласа Эльпуçĕнчи библиотекăра Е. Фоминан «Кăмăлăма ятăм ирĕке…» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Сăвăçăн пултарулăхĕпе кĕскен Э. Филиппова библиотекарь паллаштарчĕ. Залра сăвăсем янăрарĕç. Елена Андреевна чылай сăвă вуласа пачĕ библиотекăн вулав залĕнче пухăннă çынсене. Н.Н. Игнатьевăпа Л.В. Дмитриева та хаваспах вуларĕç сăвăсене. Чылай ăшă сăмахсем каларĕç автор пултарулăхĕ пирки. Юлашкинчен хăй çырнă юррине юрланине киленсе итлерĕмĕр.

Çÿллĕ шайра иртрĕ презентаци.

МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика