13:22 27 апреля 2016 г.
Чăваш чĕлхи кунĕ пирĕн республикăра – пысăк уяв. Çак уява эпир 1992-мĕш çултанпа паллă тăватпăр, ăна чăвашсен паллă просветителĕ И.Я. Яковлев çуралнă куна чысласа ирттеретпĕр.
«Халăха тăван чĕлхене манма хушни çав халăха вилме хушнипе пĕрех», - тенĕ И.Я. Яковлев педагог. Чăнах та, чĕлхе вăл – халăх чунĕ. Хăйне хисеплекен кирек хăш халăх та хăйĕн тăван чĕлхине чи пысăк пуянлăх вырăнне хурать. Халăх ăна нумай ĕмĕр хушши, тĕрлĕ йывăрлăх тÿссе упранă, аталантарса пуянлатнă.
Чăваш чĕлхи эрни пынă май, Эльпуçĕнчи библиотекăра «Чĕлхемĕр аваллăх çÿпçи» литература урокĕ ирттертĕмĕр, «И.Я. Яковлев - чăваш халăхĕн аслă вĕрентекенĕ» кĕнеке выставки хатĕрленĕ.
МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района