МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхи кунне паллă турĕç

10:36 28 апреля 2016 г.

Савар, мухтар чĕлхемĕре,

Ăна усрар чыс-хисепре.

Унпа эпир ĕçе вĕреннĕ,

Ģÿл тÿпене çити çĕкленнĕ.

Упрар тăван чĕлхемĕре, -

Чун-чĕрери хĕлхемĕре.

В.Давыдов –Анатри

И.Я.Яковлев çуралнă куна, ака уйăхĕн 25-мĕшне, 1992-мĕш çултанпа Чăваш чĕлхи кунĕ тесе палăртма йышăннă. Чăваш чĕлхи уявне Тăвайĕнчи ача-пăча библиотекинче анлăн паллă турĕç. Уява 1-мĕш ача сачĕн воспитанникĕсем, Йăнтăрчă шкулĕн кĕçĕн класра вĕренекенсем, Тăвайĕнчи вăтам шкулта пĕлÿ пухакансем тата районти библиотекарьсем те хутшăнчĕç.

Ача-пăча библиотекинче тăрăшакансем И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен паллаштаракан «Тăван чĕлхем – таса хĕлхем» ятлă анлă кĕнеке куравĕ йĕркелерĕç, «Тайма пуçăм сана, чĕлхемĕр!» тата «Чăваш улăпĕ» буклетсем хатĕрлерĕç.

Библиотека ĕçченĕсем ачасене И.Я.Яковлевăн ача чухнехи пурнăçĕпе тата унăн пысăк та пархатарлă ĕçĕсем çинчен каласа кăтартрĕç; ачасем Тăван çĕршыв çинчен, чăваш чĕлхи çинчен çырнă сăвăсене уççăн, илемлĕн янăратрĕç. Ача сачĕн воспитанникĕсем И.Я.Яковлевăн «Автан» калавĕ тăрăх лартнă пукане театрне те кăмăлларĕç. Юлашкинчен ачасем кĕнеке выставки умĕнче асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.

МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика