МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Ӗмĕр сакки сарлака»

11:41 09 июня 2016 г.

МранькаНикифорФедорович1901 çулхиçĕртмеуйăхĕн 9-мĕшĕнчеЧăвашЕнĕнКуславкарайонĕнчиПилешкассиялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта, Мускаври киносценарисчĕсен курсĕсенче вĕреннĕ. Граждан вăрçи вăхăтĕнче алла хĕçпăшал тытса Хĕрлĕ Çар ретĕнче çапăçнă, вăрçă вĕçленсен ял канашĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. 1928 çулта унăн «Элнет» ятлă пĕрремĕш драмине Шупашкарти театр сцени çинче лартнă. Ун хыççăнах «Тӳнтерлене хирĕç», «Виççĕшĕ те пĕр калăпран» пьесăсене хайланă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен вăл кинохроника студийĕн директорĕ, район хаçачĕн редакторĕ пулса вăй хунă. Фронтра пулнă, алла хĕç-пăшал тытса тăшманпа çапăçнă. Вăрçă хыççăн чылай вăхăт хушши Куславка райкомĕн агитаципе пропаганда пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. Вăрçăран таврăнсан 6 кĕнекерен тăракан «Ӗмĕр сакки сарлака» романа çырнă. 6-мĕш кĕнекине çырса пĕтереймен. 1973 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Паллă чăваш совет писателě, прозаик, драматург Н.Ф. Мранька çуралнăранпа  115 çул çитнě май, Тушкилти библиотекăра «Ĕмěр сакки сарлака» ятлă кěнекесен куравě йěркеленě. «Ĕмěр сакки сарлака» произведение автор çивěч шухăшпа çырать. Кунта XIXěмěрěн вěçěпе XXěмěр пуçламăшěнчи чăваш ялěнче социалла кěрешÿ çěкленнине, 1905-1907 çулсенчи революцилле ěçсене кăтартнă. Çак кěнекене ял халăхě халě те юратса вулать.

МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика