07:50 25 июля 2016 г.
Уй-хир, пĕве, çаран та улăх,
Ик енĕпе кашлать вăрман…
Тавралăх юмахри пек тулăх,
Ģунать хушса тăрать ман чун.
Сăртра ларать çуралнă ялăм,
Савса пăхатăп ун çине.
Хула пекех илемлĕн халĕ
Ģиçсе ларать вăл каçхине.
Савандеева О.В.
Июлĕн 21-мĕшĕнче пирĕн ентеш, ача-пăча литературин пултаруллă çыравçи Ольга Владимировна Савандеева çуралнăранпа 95 çитрĕ. Тăвайри ача-пăча библиотекинче ăна халалланă литература вулавĕсем иртрĕç. Ģамрăк вулавçăсем Ольга Савандеевăн калавĕсемпе сăввисене юратса вуларĕç, ун хыççăн Тушкилти вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентнĕ Павлова Ольга Николаевна хатерленĕ «Тушкил шăпчăкĕ» презентацийĕпе паллашрĕç.
Унăн калавĕсем республикăра тухса тăракан хаçат-журналта, уйрăм сборниксенче, шкул учебникĕсенче пичетленнĕ. Вăл ытларах çут çанталăк çинчен çырнă. Унăн ачасем валли «Пысăк чĕпĕ» (1972), «Учитель парни» (1975), «Тĕпсĕр кÿлĕ» (1979) кĕнекесем тухнă. Унăн калавĕсен чĕлхи пуян, çăмăллăн вуланаççĕ, сюжечĕсем кăсăклă. Унăн калавĕсене 2015 çулта пичетленсе тухнă «Чăваш литературин антологийĕ» (ача-пăча валли çырнă хайлавсем) кĕнекене кĕртнĕ.
МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района