МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пирĕн ентеш Валерий Шарапов çыравçă çуралнăранпа 70 çул çитрĕ

11:11 08 августа 2016 г.

Валерий Васильевич Шарапов 1946 çулхи августăн 8-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Тушкил ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ çамрăка хăрушă чир утайми туса хунă. Хĕрÿ чĕреллĕскер алла ручка тытнă. Районти, республикăри  хаçатсенче пичетленнĕ унăн хайлавĕсем. «Уйăх çаплах çутатать», «Пурнăçа юратсан» ятлă кĕнекисем кун çути курнă.

     Иртнĕ эрнере Тăвайĕнчи ача-пăча библиотекинче Вăрмар районĕнче пурăнакан РФ Журналисчĕсен союзĕн членĕ Галина Германовна Матвеева хăнара пулчĕ. Вăл Валерий Шарапов çыравçă çуралнăранпа 70 çул тултарнă тĕле унăн  кĕнекисене (вĕсем библиотекăсенче юлманпа пĕрех) тепĕр хут кăларнă, ача-пăча библиотекине те  «Пурнăçа юратсан» кĕнекине парнелесе хăварчĕ. Ку кĕнекере Валерий Шараповăн «Ашшĕ вăл – ашшĕ», Ģамрăк хунав», «Пурнăçа юратсан», «Уйăх çаплах çутатать» повеçĕсемпе тата калавĕсемпе паллашма пулать. Валерий Шараповăн кĕнекисене  тепĕр хут кăларни килес ăрусемшĕн те çав тери кирлĕ, çав вăхăтрах хамарăн пултаруллă ентешĕмĕрсен ячĕсене халăх асĕнче çирĕплетсе хăварма тăрăшни те.    

МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика