МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пурнăç саманчĕсем

14:18 10 ноября 2016 г.

Каялла çаврăнса пăхса  ачалăхран пуçласан, кашниех хăйĕн  кун-çулĕнче мĕн туса  ĕлкернипе ĕлкĕрейменнине, пурнăçри лайăх е начар вăхăтсене куç умне кăларма пултарать. Паллах чи малтанах ачалăх аса килет.

Нумаях пулмасть Кивĕ Пуянкасси ялĕнчи И.И. Кондратьевăн «Пурнăç саманчĕсем» кĕнеки кун çути курчĕ. Пĕр кĕнекине вăл Кивĕ Пуянкасси библиотекине парнелерĕ.  Унти йĕркесем Тăван çершыва, атте- аннене юратма, çут - çанталăк илемне асăрхама , ыр- кăмăллăхпа тĕрĕслĕхе тĕпе хурса пурăнма хавхалантараççĕ. И. Кондратьев мĕн пĕчĕкрен волейболла, футболла вылянă. Тăвайри вăтам шкула пĕтерсен, виçĕ çул салтак  пурнăçне пурнăçлать.Служба хыççăн Хусанти университетра истори факультетĕнче  пилĕк çул  ăс пухать. Университет хыççăн шкулта пĕр улшăнмасăр ĕçлет ăста педагог.Мăшăрĕпе виçĕ ача пăхса \стереççĕ, пурне те аслă пел илме пулăшаççĕ. Ывăлĕ, Владислав ашшĕ-амăшĕн çулне суйласа илчĕ, шкул ачисене истори вĕрентет.Çапла пулмалла та пурнăçра, аслисен çулне çамрăксен малалла тăсмалла, ĕмĕтленни пурнăçлансан çĕнĕ ĕмĕт çуралмалла.

 Иван Ивановича малалла та çĕнĕ çитĕнсем  тума ырлăх-сывлăх сунасшăн.

МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика