17:18 27 ноября 2016 г.
Аннен юратăвĕнчен хакли, лайăхраххи урăх нимĕн те çук – çак вăйлă туйăм чăннипех тулли те ăшпиллĕ.Пире те тăван çыннăмăрăн ачаш аллисен ăшши, унăн ырă сăмахĕ тата пирĕн çине ăшă куçпа пăхни ,пурнăçра тем пекех кирлĕ.
Амăшĕн кунĕ- пĕтĕм тĕнчери уяв.Тĕрлĕ çĕршывра ку уяв тĕрлĕ куна лĕкет. Раççейре ку уяв – чук уйăхĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тăваççĕ.
Чук уйăхĕн 23- мĕшĕнче Кивĕ Пуянкасси библиотекинче аннесене халалласа «Аннен çутă сăнарĕ» кану каçĕ ирттертĕмĕр.Малтанах ачасем амăшĕсене сăвăсемпе саламларĕç.Вĕсен ячĕпе \керчĕк турĕç, выставка йĕркĕлерĕмĕр.Уяв хыççăн пурте пĕрле чей ĕçрĕмĕр.
МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района