12:05 23 ноября 2017 г.
Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Тăрмăшри вулав çуртĕнче вулаканскем, кĕнеке юратакансем Лидия Ивановна Филиппова сăвăçпа, Улька Эльмен (Ольга Геннадьевна Куликова) проза ăсти тата Владислав Дмитриев Николаев юптаруçă-журналистпа тĕл пулчĕç. Тĕлпулăва шкулта аслă классенче вĕренекенсем те хутшăнчĕç.
Çыравçасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Владислав Николаев хăйĕн юптарăвĕсене вуласа кăтартни итлесе ларакансемшĕн интереслĕ те усăллă пулчĕ.
Лидия Филиппова хăйĕн кĕнекисемпе паллаштарчĕ, сăввисене вуласа кăтартрĕ. Сăввисем вара тарăн шухăша яраççĕ. Уйрăмах анне çинчен каланă сăвви чуна пырса тивет, терĕç итлекенсем.
Улька Эльмен – вулакансен юратнă çыравçи. Унăн кĕнекисем: «Ма инçе-ши çăлтăрсем?», «Кая юлнă ÿкĕнÿ», «Упраймарăм сана», «Сарă кĕпе» тата ыт.те. Кĕнекесем çав тери интереслĕ, алран алла куçса пыраççĕ.
Чылай ыйту пачĕç итлесе, курса ларакансем Шупашкартан килнĕ хăнасене, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă хыççăн. Улька Эльмен хăйĕн сăнарĕсене пурнăçран илет иккен.
Тăрмăшри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Григорьева Зинаида Николаевна килнĕ хăнасене тав турĕ, вĕсен ĕçĕсене пысăк хак пачĕ, хăш-пĕр произведенийĕсем шкул программине кĕртме те тивĕçлĕ, тесе палăртрĕ.
Тĕлпулăва чăваш наци библиотекинче ĕçлекен (чăваш кĕнеки пайне ертсе пыракан) Галина Павловна Соловьёва ертсе пычĕ.
Творчество ĕçченĕсемпе вулакансен тĕлпулăвĕ пуриншĕн те питĕ усăллă. Çавăнпа малашне те çакăн пек тĕлпулусем ирттерме палăртрăмăр.
МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района