12:15 12 февраля 2018 г.
Кăçал чăвашсен аслă Вĕрентекенĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет. Вăл чăваш çырулăхĕшĕн, наци чĕлхи аталанăвĕшĕн, халăх культуришĕн пысăк ĕç тунă, нумай вăй хунă. Çавăнпа та унăн ячĕ чаплă, сумлă, хисеплĕ. Кашни кун И. Я. Яковлев пурăннă тата ĕçленĕ вăхăтсем пиртен инçете юлса пыраççĕ. Анчах та чăваш халăхĕ хăйĕн чаплă ывăлне, чăваш Улăпне И. Яковлева манмасть.
Чăваш халăхне çутта кăларнă аслă вĕрентекенĕмĕре халалласа Енĕш Нăрваш библиотекинче «И.Я.Яковлев-аслă вĕрентекенĕмĕр» ятпа кĕнекесен куравĕ йĕркеленĕ. Выставкăра аслă çул пуçăмăрăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, чăваш халăхне панă Халалĕ, вăл йĕркелесе çур ĕмĕр ытла ертсе пынă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ пирки çырнисем, хăй çуралнă вырăнсем çинчен çырнă кĕнекесене вырнаçтарнă. Вĕсем вĕрентекенĕмĕр пурнăçĕпе, пултарулăхпе туллин паллаштараççĕ. Курав темиçе пайран тăрать: «Ячĕпе ĕçĕ-халăх асĕнче», «Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ», «И.Яковлевăн литературăри сăнарĕ», «Пысăк пĕлтерĕшлĕ пĕчĕк калавсем». Кашниех кунта хăйне кирлĕ информаци тупма пултарать.
Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн çутă сăнарĕ, пархатарлă ĕçĕ яланах хисепре пулĕ.
Библиотекăра И. Я. Яковлева халалланă мероприятисем çулталăк тăршшĕпех йĕркелеме палăртнă.
МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района