МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Геннадий Терентьев çуралнӑранпа 90 çул çитнине паллӑ тунӑ.

09:51 18 ноября 2019 г.

   Чук уйăхĕн 14- мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх академи драма театрĕнче Чӑваш халӑх артисчĕн Геннадий Терентьев çуралнӑранпа 90 çул çитнине паллӑ тунӑ.
Аса илӳ каçне артистсем, тăванĕсем, чӑваш сценин ӑстисене хаклакансем пуçтарӑннӑ. Геннадий Терентьевич — паллӑ драматург, актёр. 1929 çулхи юпа уйӑхĕн 17 - мĕшĕнче Чӑваш Енĕн Вӑрмар районĕнчи (халӗ Тӑвай районĕ) Кивĕ Пуянкасси ялĕнче çуралнӑ. 2006 çулхи ака уйӑхӗн 13- мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

   Геннадий Терентьевӑн мӑшӑрĕ,  Елена Константиновна та  икĕ хĕрĕпе аса илӳ каçне пынӑ. Вӑл мӑшӑрĕ пирки ӑшшӑн аса илнĕ. «Урӑх хĕрарӑм ман упӑшка çине пӑхмасть пулсан вӑл мана та кирлĕ мар. Пĕрле пурӑннӑ чухне пĕрне-пӗри лайӑх пӑхасшӑн пулнӑ. Таçта каймалла пулсан хитре костюм тӑхӑн тенӗ», — çапларах каланӑ вӑл. Мӑшӑрĕ ялан ĕçре пулнӑ пирки ĕçке-çике те, туя та тухса çӳрейменнине пытарман вӑл. Ара, артист пурнӑçĕ çапла пулнӑ.

   Тăвай районĕн делегацийĕ те  хутшăнче  çак тĕлпулуна. Çĕнĕ Пуянкассинчи культура çурчĕ çумĕнчи  коллектив та хăйĕн пултаруллăхĕпе савăнтарчĕ.

  

МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика