09:03 12 ноября 2020 г.
Эдуард Ушаков Тăвай районĕн, уйрăмах Тăрмăш ялĕн историйĕсен паллă тĕпчевçи пулса тăрать. Вăл тĕрлĕ архив докуменчĕсене тĕпчесе ĕлĕк пулнă тĕрлĕ пулăмсене паянхи кун çутта кăларать. Паянхи куна вăл тĕрлĕ тематикăпа 20 кĕнеке кăларнă, Тăрмăш, Лачкасси, Амалăх ялĕсен историйĕсене çырса кăларнă. Иртнĕ эрнере вăл Тăрмăшри библиотекăра юлашки çулсенче кăларнă çĕне кĕнекесемпе паллаштарчĕ: «Чувашские дохристианские имена», авалхи чăваш ячĕсем пуçланса кайни çинчен (2018 ç.), «Хранить вечно», Лачкассинчи Игнатьевсен пилĕк ывăлĕ вăрçăра Тинĕс Çар флотĕнче паттăррăн çапаçни çинчен (2019), «Награда за подвиг», вăрçăра çапăçса наградăсене тивĕçнĕ ентешсен «Подвиг» интернет-сайтран пуçтарнă докуменчĕсен пуххи (2020) тата ыттисем. Пурĕ 7 кĕнеке.
Юлашкинчен автор тин çеç пичетленнĕ «Чапанное восстание 1921 г. в Чувашии» ĕçпе паллаштарчĕ. (Чаппан тесе ял çыннисем сукнаран çĕленĕ сивĕ чухне тăлăп çинчен тăхăнмалли тумтире калаççĕ). Ку асăннă тапхăрта чăваш хреçченĕсен кил-хуçалăхĕсенчен совет патшалăхĕ валли тырă пуçтарнă вăхăт çинчен. Ăна патшалăхăн «продразвёрстка политики» ят панă. Йывăрлăхсене тĕрĕс шута илмесĕр, тепĕр чухне тырра тĕпĕ-йĕрĕпех тытса илсе кайнипе ялсенче 1921-22 çулсенче питех те хăрушла выçлăх çулĕсем пуçланнă. Самар, Чĕмпĕр, Чăваш тăрăхĕнчи çĕр ĕçченĕсем пăлханма пуçланă, тырă пуçтаракан комитетсене тапăннă, хăйсен пурлăхне пытарса хăварма тăрăшнă. Совет влаçĕ ун пек çынсене хытă хĕснĕ, арестленĕ тата персе вĕлермелле тунă.
Э. Ушаков событине тĕпченĕ хыççăн çакă курăнать: Чăваш автономи облаçĕнче çав вăхăтра 54 вулăсран 34-ăшĕнче 488 хреçчене персе вĕлернĕ, вĕсенчен Тăвай вулăсĕнчен 45 çынна (вĕсенчен чи нумаййи Тăрмăшран – 19). Çак хресченсене, унăн çемьисене «халăх тăшманĕ» тенĕ. Ачисене вĕренме илмен, ĕç те шанса паман. Ку кĕнекерен пирĕн историне пырса тивекен нумай пулăмсем, ятсем, хамăр йăх-тăвансем çинчен пĕлме пулать.
1996-мĕш çулта Раççей Президенчĕн Указĕпе асăннă хреçченсене реабилитациленĕ (тÿрре кăларнă, айăпа сирнĕ), вĕсене «халăх тăшманĕ» ят панине сивленĕ, прависене пурнăçа кĕртнĕ.
Кунсăр пуçне Э. Ушаков республикăри «Асăну кĕнеки. Политика енĕпе хĕсĕрленисем» кĕнекерен Тăрмăш тата Лачкасси ялĕсен çыннисен списокĕсене илсе килнĕ. Унта пирĕн тăвансем, ентешсем политика репрессине лекнине тата вĕсене реабилитациленине пĕлме пулать. Вĕсен хушшинче сахал мар çемьене кулак çемьи тесе Çĕпĕре кăларса янисем паллă.
Юлашкинчен Э. Ушаковпа унпа пĕрле килнĕ пирĕн ентеш ÿнерçĕ В. Разин Тăрмаш ялĕнче «Жертвам политических репрессий» ятлă палăк лартма сĕнчĕç.
Автор шкула, ял библиотекине, тĕлпулăва хутшăннă ентешсене кĕнекесем парнелесе хăварчĕ.
МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района