10:29 26 апреля 2021 г.
Кашни халӑхӑн хӑйӗн тӑван чӗлхи пур. Эпир, чӑвашсем, чӑвашла калаҫатпӑр. Мӗн тери илемлӗн, мӗн тери хӑватлӑн, мӗн тери мӑнаҫлӑн янӑрать пирӗн тӑван чӗлхе.Чӑваш чӗлхи пуррипе чӑваш халӑхӗ пур. Кашни ҫул ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхин кунне уявлатпӑр. Ҫак чаплӑ уява И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче палӑртма пуҫланӑранпа кӑҫал 29 ҫул ҫитрӗ, ӑна эпир 1992 ҫултанпа паллӑ тӑватпӑр. Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ҫамрӑк ӑрӑва тӑван чӗлхе пуянлӑхӗпе, унӑн йӑли-йӗркипе паллаштарас, тӑван чӗлхене юратма, хисеплеме вӗрентес тӗллевпе Тӑрмӑш ялӗн вулавӑшенче тата культура çуртӗнче ӗҫлекенсем вӑтам шкулти 7 – 8 мӗш класра вӗренекенсемпе тӗлпулу ирттерчӗс. Мероприяти чӑваш чӗлхи уявӗпе унӑн историйӗ, аслӑ вӗрентекенӗмӗр - И.Я.Яковлев ҫинчен каласа панипе пуҫланнӑ. Унтан ачасем ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗр – шывне ҫулҫÿреве кайрӗҫ…Кашни чарӑнура фольклорӑн тӗрлӗ жанрӗсемпе ӗҫлерӗҫ: тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене тупрӗс, ваттисен сӑмахӗсене йӗркене кӗртрӗҫ. Унтан вӗсене ӑнлантарчӗҫ. Чӑваш халӑх юррисене те аса илчӗҫ. «Хурӑн ҫулҫи…» юрра пурте пӗрле шӑрантарчӗҫ. Ача – пӑча вӑййисем тата юмахӗсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗҫ. Калаҫу ирттернӗ май ачасем ӗлӗкхи вӑхӑтра ҫынсем мӗнле пурӑнни ҫинчен тӗплӗн пӗлчӗҫ.Уйрӑмах вӗсен ҫи – пуҫӗ пирки калаҫрӗҫ, мӗнле вӑйӑсем вылянӑ – ши ҫав вӑхӑтра, юрӑсем юрланӑ тата мӗнле юмахсем итленӗ – ши? Хăйсенче чăваш юнĕ юхнине чĕрепе туйччăр тесе культура ĕçченĕсем хĕр ачасене «Асанне арчинчен» кăларнă масмаксем çыхса ячĕç, чăваш кĕпи тăхăнтартрĕç. Кашни ҫын, ҫамрӑк-и вӑл е ватӑ-и, тӑван халӑха хисеплеме пӗлтӗр, унӑн сӑваплӑ йӑли-йӗркипе мӑнаҫланса, ҫепӗҫ чӗлхипе уҫҫӑн калаҫма, ҫӗр-шывӗпе мухтанма пултартӑр, чӑн-чӑн чӑваш чунлӑ пултӑр, ятне ан ятӑр.
МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района