16:07 23 июля 2021 г.
Тушкилти вулавăшра Ольга Владимировна Савандеева çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа литература вулавĕ иртрĕ. Ачасем Ольга Савандеевăн кунçулĕпе паллашрĕç, калавĕсемпе сăввисене вуларĕç.
Ольга Владимировна Турикас Тушкилте 1921 çулта çуралнă. Ялти шкултан вěренсе тухсан 1938 çулта Вăрмар районěнчи Шăхальти вăтам шкула вěренме кěрет. Вăл ытларах çутçанталăк çинчен çырнă. Хăй çырнă произведенисене уйрăм кěнекесемпе пичетлесе кăларать. Унăн «Пысăк чěпě» (1972), «Учитель парни» (1975), «Тěпсěр кÿлě» (1979) кěнекесем тухнă. О. Савандеева ячĕ «Чăваш литературин анталогине» кĕрсе юлнă.
Чирлě пулсан та Ольга Владимировна общество ěçне хутшăннă. 1973 çулхи çуркунне республикăри çамрăк çыравçăсен семинарне хутшăнать. 1975 çулта, октябрěн 1-мěшěнче, çамрăк çыравçăсен XI съездěнче пулать.
Иккěмěш ушкăнри инвалид пулнăскерěн сывлăхě хавшасах пынă. Ольга Савандеева 1982 çулхи декабрěн 18-мěшěнче вилнě.
МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района