МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхи кунне халалласа

15:09 22 апреля 2022 г.

Чăваш чĕлхи кунне халалласа Тăвай районĕнчи ача-пăча библиотекинче савăнăçлă уяв иртрĕ. Пирĕн паллă ентешĕмĕр, чăвашсен хисеплĕ те сумлă улăпĕ, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çуралнă куна - ака уйăхĕн 25-мĕшне - 1992 çултанпа  Чăваш чĕлхи кунĕ тесе палăртма йышăннă. Чăваш чĕлхи – чăвашăн тăван чĕлхи. Пуян та илемлĕ çепĕç чĕлхе вăл. Чăваш Республикинче вăл вырăс чĕлхипе пĕр танах патшалăх чĕлхи шутланать. «Халăхăн ăс-тăнне, унăн пĕтĕм тĕнчекурăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук» - тенĕ И.Я.Яковлев.

 Чăваш чĕлхи çинчен мĕн чухлĕ илемлĕ сăвăсем шăрçаланă пирĕн поэтсем.

2022 çул -  Паллă ентешсен çулталăкĕ пулнă май ача-пăча библиотекинче  хамăр тăрăхри паллă ентешпе Елена Иванова-Фомина сăвăçпа ăшă тĕлпулу иртрĕ. Н.Уськина библиотекарь Елена Фоминан пурнăçĕпе пултарулăхĕпе тата унăн нумаях пулмасть пичетленсе тухнă «Телейсĕр мар эп» кĕнекипе паллаштарчĕ. Чăваш наци библиотеки ирттерекен «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи вуланакан кĕнеке» фестиваль-конкурсра хутшăнакан кĕнекесен списокне кĕнĕ асăннă кĕнеке. Ку конкурс пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланнă,  ака уйăхĕн 25-мĕшĕччен пырать. Ача-пăча библиотекин вулав залĕнче «Литературная Чувашия. Литературăллă Чăваш Ен» кĕнеке выставки йĕркеленĕ, унта конкурса хутшăнакан, 2020-2021 çулсенче тухнă вырăсла тата чăвашла пичетленнĕ кĕнекесене вырнаçтарнă. Сăвăçăн пултарулăхне халалласа библиотекăра «Пултарулăх тĕнчи илĕртет» кĕнеке выставки  те йĕркеленĕ. Уявра Елена Фоминан «Чăваш чĕлхи» сăввине Регина Лукина вĕренекен чуна пырса тивмелле вуласа пачĕ. Çавăн пекех Енĕш Нăрваш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Галина Федоровна Степанова хăй çырнă «Чĕлхе пулсан ман халăх пурăнать», «Ман кукаçи пуç хунă вăрçăра», «Мухтавлă ентешсен çулне чыслатпăр» сăввисемпе  паллаштарчĕ, Тăвайĕнчи халăх краеведении музей заведующийĕ В.Федоров, Чăваш наци конгресĕн Тăвай районĕн уйрăмĕн председателĕ А.Сормова Елена Фомина сăвăçа саламласа чи ырă та ăшă сăмахсем каларĕç, Г.Волковăпа Г.Кузьмина унăн сăввисем вулакана тĕлĕнтернине, чуна хускатнине, шухăша янине палăртрĕç. Тĕлпулăва сăвăç хăй çырнă «Çырлара» сăввипе вĕçлерĕ. Чăваш чĕлхи кунне халалласа ирттернĕ уява хутшăнакансем Елена Фоминана тĕлпулăва килнĕшĕн тав сăмахĕ каларĕç, малалла та сăвăсем çырма вăй-хăват, çирĕп сывлăх сунчĕç.

 

МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика