МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Йăнтăрчă ял тăрăхĕн территоринче уяв митингĕсем иртрĕç

14:33 11 мая 2022 г.

Йăнтăрчă ял тăрăхĕн территоринче виçĕ пысăк ял, кашни ялтах Аслă Аттелĕх вăрçинче пуç хунă паттăр салтаксене халалланă Асăну палăкĕ пур. Йăлана кĕнĕ йĕркепе, кашни ялтах уяв митингĕсем иртрĕç. Уява Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Семенов уçрĕ, хисеплĕ ĕç ветеранĕсене, вăрçă ачисене, ял-йыша Аслă Çĕнтерĕвĕн 77-мĕш çулĕпе саламларĕ. Сāмах район район представителĕ Ирина Семенова тата район депутачĕ Тимофей Иванов илчĕҫ. Çĕнтерÿ кунне çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнисен паттăрлăхĕ пирки ăшă сăмахсем каларĕç, çĕре çити пуç тайрĕç. Митинга çавăн пекех ялти актив та хутшăнчĕ: депутатсем, вĕрентекенсем, ответлă çĕрте ĕçлекенсем, ялти ветерансен тата хĕрарăмсен Совечĕн ертÿçисем. Яланхи пекех ачасем, сăвă-юрăпа саламларĕç митинга хутшннă çынсене. Вăрçăран таврăнайман , хыпарсăр çухалнă, мирлĕ вăхăтра пирĕнтен уйрăлса кайнă салтак-ветерансене пĕр минут шăп тăрса аса илчĕç, асāну палāкĕсем умне чечексем, веноксем хучĕҫ.

МБУК "Централизованная библиотечная система" Янтиковского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика